Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2004.09.24 СТАРТА ЙЫХРАВЛАТПĂР

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://komsml.cap.ru/
Октябрĕн 3-мĕшĕ: "Каçал ен" хаçат парнисемшĕн- эстафетăлла ăмăртусем, çуллахи спорт сезонĕ хупăнать. Вĕсем район администраци çурчĕ умĕнче иртеççĕ. Дистанцийĕ- район центрĕнчи парк тавра. Командăсен составĕсем: Çак ăмăртусене пурте, тĕрлĕ çулсенчи спортсменсем хутшăнма пултараççĕ. Ăмăртусем ушкăнпа пулаççĕ. Пĕрремĕш ушкăн: пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем. Вĕсен командинче 6 çын (3 арçын ача, 3 хĕрача). Арçын ачасем - 400, хĕрачасем- 400 метрсене чупаççĕ. Иккĕмĕш ушкăн: вăтам шкулсен командисем. Вĕсенче 8 спортсмен пулмалла - 4 арçын ача, 4 хĕрача. Арçын ачасем те, хĕрачасем те 400 метрлă дистанцинче вăй виçеççĕ. Виççĕмĕш ушкăн: предприятисемпе организацисен, учрежденисен, колхозсемпе кооперативсен командисем. Кашни командăра- 6 çын. Арçынсем те, хĕрарăмсем те 400 метрсенче ăмăртаççĕ. Тăваттăмĕш ушкăн: ял админстрацийĕсен командисем. Командăра 3 арçын, 2 хĕрарăм. Пиллĕкмĕш ушкăн: шкулсенче 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем (4 хĕрача, 4 арçын ача). Дистанци: икĕ ушкăнĕн 200-шер метр. Улттăмĕш ушкăн: ветерансем (40 çултан иртнисем). Командăра 3 арçын, 3 хĕрарăм. Дистанци: пурин те 400-шер метр. Çиччĕмĕш ушкăн: Спорт çемйи. Ашшĕ- 400 м, амăшĕ- 300 м, ачи - 100 м. (13 çула çитичченхи). Парнесем: пĕрремĕш вырăн йышăннă командăсем "Каçал ен" хаçатăн куçса çỹрекен кубокĕсене, Хисеп грамотисене тивĕç пулаççĕ. Унсăр пуçне кашни ушкăнра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ командăна "Каçал ен" хаçата 2005 çулăн пĕрремĕш çур çулĕшĕн çырăнса параççĕ. Асра тытма. Эстафетăлла ăмăртусене хутшăнма спортсменсен хушамачĕсене çырнă, врач çирĕплетнĕ заявкăсене октябрĕн 3-мĕшĕнче, ăмăртусене килсен, ирхине 10 сехетчен йышăнаççĕ. Ăмăртусен çак положенине физкультурăпа спорт коллективĕсен старта тухма йыхравлани вырăнне йышăнмалла. Ăна тĕпе хурса команда составĕсене хатĕрлемелле. Спортсменсене илсе килме транспорт хатĕрĕшĕн тỹлесси, апат çитересси - командăсене тăратакан организаци шутĕнчен. 

Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, село Комсомольское, ул. Заводская, д.57
Телефон: 8(83539) 5-12-05
Факс: 8(83539) 5-12-05
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика