Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Тăван чĕлхемĕр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://komsml.cap.ru/
Тăван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывă пул!
Эпир çĕрте çĕрсен те -эсĕ юл.
Анне чĕлхи. Эс тăванран тăван.
Санран та çывăххи кам пур-ши ман!
 
"Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн мĕн пур тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлỹ çук",-тенĕ И. Я. Яковлев.
 
Эп чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене
Юратап сăвва-юрра та
Купăса та кĕслене
 
                Юрататăп вуламашкăн
                Чăвашла та вырăсла:
                Ик чĕлхе вăл- ик ăс маншăн
                Эп пуласшăн ик ăслах!
 
Ваттисен сăмахĕсем
-Чĕлхепе Атăла та пĕвелеме пулать тенĕ.
-Тăван çĕршывра хĕвел те ăшăрах.
-Тăван çĕршыв - атте-анне çĕршывĕ.
-Тăван çĕршыв сывă пулсан, тăван йăву та пулĕ сан.
-Тăван çĕршыва тăван аннỹне юратнă пек юрат.
 
Чăваш сăмахĕ.
 Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитĕ - чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл. Чăваш юрринче таса пĕлĕт çумĕнчи тăри юрри илтĕнĕ. Чăваш юрринче тинĕс хумĕ шавлă, вăрман чашлĕ, вĕçĕ-хĕррисер улăхсем симĕсленсе выртĕç. Авалхи хуйхă сасси илтĕнмĕ, телей куç умне тухса тăрĕ. Атăл хĕрри тăрăх тĕнче кĕсле сассипе янраса тăрĕ - çакă чăваш юрри пулĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ!
Çеçпĕл Мишши
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, село Комсомольское, ул. Заводская, д.57
Телефон: 8(83539) 5-12-05
Факс: 8(83539) 5-12-05
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика