Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление министра культуры, по делам национальностей, информационной политики и архивного дела Чувашской Республики П.Краснова

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://komsml.cap.ru/

 Хисеплĕ юлташсем!

Сире «Каçал ен» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Район пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнакан хаçатăн çуралнă кунĕ- редакцире ĕçлекенсемшĕн çеç мар, мĕнпур вулакансемшĕн чăннипех те пысăк уяв. Халăхпа канашласа, малашлăха туйса тăрăшакан коллектив хăй ĕн пархатарлă ĕçĕпе сумлă ята тивĕçнĕ. Кунти пичет лаççинче ăсталăхне туптанă çыравçăсен шучĕ çулсерен ỹссе пырать. Паян вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕрен редакцинче ăнăçлă вăй хурать, чăваш литературинче тарăн йĕр хăваракан хайлавсем çырса савăнтарать. Эпир аслă ăрури журналистсене, писательсене, писательсене яланах ырăпа аса илетпĕр, вĕсем хывнă сукмака анлă çул çине кăларма хутшăнакан çамрăк хаçатçăсемпе çыравçăсене сума сăватпăр, çитес ăрусен пуласлăхне çирĕп шанатпăр. Хаçат район çитĕнĕвĕсене вăхăтра пĕлтерсе тăрать, çитменлĕхсене пĕтерме пулăшать, ырă сĕнỹсем парать, Каçал тăрăхĕнчи пултаруллă та ĕçчен çынсен пин-пин шăпине тарăннăн уçса кăтартать. Унти хыпарсем çĕршыв хăвачĕ кашни çын е хуçалăх мĕнле ĕçленинчен нумай килнине туйса илме пултараççĕ. Редакци коллективне, хаçат кăларма тата ăна вулакансем патне çитерме тимлекен хастар ĕçченсене, «Каçал енĕн» мĕнпур тусĕсене ĕçри тата вĕренỹри çитĕнỹсемпе тăван район ятне татах та çỹллĕрех шая çĕклеме ырлăх та сывлăх сунатăп.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ П.Краснов

Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, село Комсомольское, ул. Заводская, д.57
Телефон: 8(83539) 5-12-05
Факс: 8(83539) 5-12-05
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика